Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӑван ялава (Волгин В.)

Эс халӑх юнӗпе сӑрланнӑ,
Аслӑ революци кунӗнче,
Ун чух мул сӑнчӑрӗ арканнӑ,
Ҫӗн кун ҫуралнӑ ҫӗр ҫинче.

Хӗп-хӗрлӗн варкӑшса ҫӗклентӗн
Пит паттӑр ҫирӗп алсенче;
Хаяр ҫапӑҫура ҫӗнтертӗн, —
Ялан эс вӗлкӗш мал енче!

1947


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-06 22:01:06 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2057 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем